Воскресенье, 19.05.2024, 09:21
Общество чувашской культуры Респ.Башкортостан
Приветствую Вас Гость | RSS
Меню сайта
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 19
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

23:20
Старинный обрядовый праздник «Сурхури».

Старинный обрядовый праздник «Сурхури».

Вирьял чăвашĕсем Пушкăртстанри Стерлитамак районĕнчи Косяковка ялĕнче тата Гафури районĕнчи Антоновкăра пурăнаççĕ. Основательно çак йăла-йĕркене ташăпа кăтартакан уява Косяковкара анчах иртереççĕ. Ялĕ пуçланса кайни 130 çул. Çавăнтанпа пĕр поколении хыççăн тепри уява мала илсе пырать.

Ĕлĕк авалтан çак уява иртерме ял-йышсем пĕрле хăмла пухса сăра вĕретнĕ. Каç пулсан ирчен ташăсем ташласа пĕр-пĕрне сăйланă. Уяв виçĕ шапхăртан тăрать. Малтан раштавра виçĕ каç ташлаççĕ, унтан кивĕ çĕнĕ çулта тата 19-мĕш январьте.

Авалхи вăхăтра ташлакансем  виçĕ поколении уйрăм ташланă: çамрăксем хăйсем, вăтам çултисем, тата аслисем. Хальхи вăхăтра çамрăксем çеç уява ташăпа илсе пыраççĕ. Нумайăшĕ темиçе çул ташлаççĕ, çавăнпа мăнаçланса мухтанаççĕ те. Курма пухăннă çынсем умĕнче йăнăшсем тумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем ташшисене пĕлеççĕ, кирлĕ чух пырса тÿрлетме те пултараççĕ. Ташшисем пĕлтерĕшлĕ, кунпек ташăсем урăх нимле халăхра та çук.

1.              Вырăнта çаврăнса

2.              Çурăмпа çурăм

3.              Хулпа хул

4.              Улăшăнмалли ташă

5.              Çил вĕçтереççĕ

6.              Вир ашаççĕ

7.              Иккĕн кайса виççĕн килеççĕ

тата ыттисем те. Пурĕ 11 (вунпĕр) тĕслĕ ташă. Пĕр ташăра  8 çамрăк  парлăн хире хирĕç тăрса çаврăна-çаврăна, улшăна-улшăна, тапăртатса ташăпа пурнăçа кăтартаççĕ. Кăçал  çамрăксем Павлова Ксения, Владимирова Маргарита, Владимиров Александр, Кузьмин Алексей, Белов Александр, Данилова Ирина хăйсен пултарулăхĕсемпе курма килнисене савăнтарчĕç.

Тăхăннă тумĕсем ытти чăвашсенни пек мар , вĕсем хăйне евĕрлĕ чечексем, узорсем тĕрлесе тунă кĕпесемпе.

Ташă кĕввисем те çаплах хăйне евĕрлĕ. Унта чăваш, мари, вырăс кĕввисенчен пухса тунă кĕвĕсем. Çавăнпа та вăл кĕвĕсене нумай çул кармунпа вылякан ăстасем çеç выляççĕ.Степанов Семен Иванович 1932-мĕш çулхи çын 20 çул кармунпа выляса уява илсе пырать. Хăйĕн  ĕмĕрне Çтерлĕри «Строймаш» заводĕнче тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Унăн умĕнчен Иванов Михаил Григорьевичпа Карпов Николай кĕвĕ каланă, иккĕшĕ те халĕ ку тĕнчепе сывпулашнă. Халĕ кĕввисене Павлов Федор Иванович вĕренсе илсе пырать.

Кăçалхи уяв Новый Красный яр текен вырăс ялĕн ДК директорĕ Людмила Васильевна Москононец тата çав ялĕн унчен пулă администрацин ертÿçи Лидия Васильевна Федорова тăрăшнипе пурнăçа кĕчĕ. Çак çынсем вăй хуман пулсан çак уяв кăçал пулас çукчĕ. Мĕншĕн тесен Косяковкăри клуб çунса кайнăранпа 20 çул. Çĕнĕ клуб тума юписене çеç çапнă ха.

Пухăнса уяв тума вырăн çук. Ташлакан хастар çамрăксене автобус тупса кÿршĕ ялти клуба илсе килме тÿрĕ килчĕ. Пурăнакан чăваш халăхĕ хытă пăшăрханать, уява çухатасшăн мар, анчах ирттерме вырăн çукки пĕлтерет. Эпир те çак авалхи уява кайса куртăмăр. Ташăсене пăхса савăнтăмăр. Кармунне те каласа, пĕрле асăнмалăх фото ÿкерчĕксем турăмăр.

Вĕсем шутĕнче Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Михайлов Л.П., Суук-Чишмари чăвашсен историпе культура центрĕн директорĕ Матвеева С.С., Ансамбль «Элем» ертÿçи Степанова Е.В.

Канашпа ОЧК чан çапса кăшкăрса Косяковка ялĕнчи клуба часрах туса кĕме тăрăшасса шанатпăр.

 

 

 

Епхÿри Калин

Чăваш вырсарни  шкулĕн директорĕ                                   Л.П. Михайлов 

Просмотров: 364 | Добавил: Жора | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Вход на сайт
Поиск
Календарь
«  Январь 2014  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Архив записей
Друзья сайта
Copyright MyCorp © 2024Бесплатный хостинг uCoz