Воскресенье, 19.05.2024, 15:46
Общество чувашской культуры Респ.Башкортостан
Приветствую Вас Гость | RSS
Меню сайта
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 19
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

17:26
Ěпхÿ хулинче хула Кунĕ шавласа иртсе кайрĕ!
Ěпхÿ хулинче хула Кунĕ шавласа иртсе кайрĕ!

Ěпхÿ хулинче çĕртме уйăхĕн 12-че питĕ пысăк уяв иртсе кайрĕ. Çав кунра пĕтĕм Ěпхÿ хулинчи пурăнакан çынсем тата кÿршĕ районĕсенчен, хуласенчен, çĕр шывсенчен килнĕ хăнасем хула Кунĕ, Раççей кунĕ, Салават Юлаев кунĕсене уявларĕç.
Хула Кунĕ çуралнă кун пекех чи çутă та хытă кĕтекен уяв. Ун ячĕпе пĕтĕм тĕп хулин çыннисене тата хăнасене валли кашни çул тĕрлĕрен уяв программмине хатĕрлеççĕ.
Хула Кунĕ чи нумай çын пуçтаракан уяв.
Ěпхÿре хула кунĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсен шучĕнче муниципальнăй влаçсем сăмах калани, хула шествийĕсем, парадсем. Çав кун ярмаркăсем иртеççĕ тата концертсем.
Уяв кунĕнче Пушкин тата Киров урамĕсем Ěпхÿ Арбатне çаврăнчĕç. Унта художниксем, музыкантсем, ремесленниксем тата ытти пултаруллă çынсем пухăнса хăйсен ăста аллисемпе тунă ĕçсене кăтартрĕç.
Çак уява Ěпхÿ хулинчи вырсарни шкулсене те чĕннĕ. Вĕсен хушшинче Калинин районĕнчи Чăваш вырсарни шкулне палăртса хăварас килет. Вĕсем чăваш тумĕсене тăхăнса хăнасене чăваш культурипе, чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Шкул директорĕ Михайлов Л.П. аллине хут купăс тытса савăнăçлă, илемлĕ юрă кĕввисене шăрантарчĕ. Çынсем тимсĕр иртсе каяймарĕç. Кашни чарăнса тăрса тимлĕн итлерĕç, хăшĕ хăюллăраххи ташша та ячĕ.
Тата питĕ палăртуллă, куçа илĕртекен япала – ĕлĕкхи пир тĕртекен станок. Унпа Степанова Елена Васильевна ăстаçă чăваш эрешлĕ палассем тĕртсе ларчĕ. Мĕнле ĕç чăваш хĕрарăмĕшĕн юрăсăр? Çавăнпа та вĕсем алă ĕçне те тăваççĕ, юрлаççĕ те.
Кашни иртсе каякан чарăнса чăваш тумлă хĕрарăмсемпе асăнмаллăх сăн ÿкерчĕк ÿкрĕç.
Ěпхÿ хулин администраци глависем çакăн пек пуян выставка йĕркеленишĕн тав турĕç.
Хĕвел анăç хыççăн хула Кунĕ ячĕпе Ěпхÿ хули тăрринче çап-çутă, илемлĕ салют ячĕç.

Ольга Матросова
Ěпхÿ хули
Просмотров: 274 | Добавил: Жора | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Вход на сайт
Поиск
Календарь
«  Июль 2013  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Архив записей
Друзья сайта
Copyright MyCorp © 2024Бесплатный хостинг uCoz