Чăваш йăли йĕркине манас мар!
«Кĕр сăри» уявĕ чăвашсен авалтан килекен йăла. Кĕтерне патша хулинче пурăнакан чăвашсем те вăл йăлана манмаççĕ иккен. +апла майпа юпа уйăхĕнче вĕсем «Кĕр сăри » уявне иртерме шутланă.
Пушкăртри чăвашсене çак уява хутшăнса пĕрле савăнса сăра ĕçме йыхравланă, ун пирки Ěпхÿ хулинчи халăхсен туслăх çурчĕ урлă пĕлтерчĕç. Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕнче ĕçлекенсем, унта йĕркеленнĕ «Элем»ушкăн хаваспах тĕртлентĕмĕр. Поезд çине билетсем пулман пирки, хамăр шутпа газель заказать турăмăр та авалхи асанне-кукумайсен кĕписене, хальхи тумсене пухса çул çине тухрăмăр. Кăмăлсем çĕкленÿллĕ пулнăран çул тăршĕпе юрăсем шăрантарса кайса çитнине те сисмерĕмĕр. Кĕтсе илекенĕсем пире хăватлă та пуян чăвашăн «Таганский» ятлă «Хăна çуртне» вырнаçтарчĕç. +ав каçах ертсе пыракансемпе тĕл пулса çитес кунăн программине сÿтсе яврăмăр.Ирхине пире апатлантарнă хыççăн «Кĕр сăри» уява йĕркеленĕ вырăна «Каспий» ятлă кафене çул тытрăмăр.
Унта пире чăвашсен ассоциации председателĕ Иван Васильевич Михайлов ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл полковник юстиции, тава тивĕçлĕ адвокат России. Вăл Пушкăртстанра, Авăркас районĕнчи Троицки ятлă, Трепел паçулкинче çуралса ÿснĕ иккен.
Пире ертсе каякан чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Л.П. Михайлов унпа калаçса кайсан тĕлĕнмелле япала килсе тухрĕ. Иван Васильевич Трепел вăтам шкулне пĕтерсе пынă вăхăтра ăна Л.П. Михайлов физкультурăпа вĕрентнĕ иккен. Çавăн евĕрлĕ тĕлĕнмелле тĕл пулу тухрĕ.
Вăрахламасăр Березовскинчен, Кĕтерне патша хулинчен, Каменскоуральск районĕнчен, Магнитогорскинчен , Пушкăртстанран тата Челябинскинчен пухăннă хăнасем.
Пысăк вăйă картине тăрса Кĕр сăри уявĕ пуçланчĕ.
«Кĕр сăри» уявне авалхи «Алран кайми-аки сухи» чăваш гимне юрласа пуçларăмăр. Ертсе пыраканĕсем Челябинск хулинчен килнĕ Кĕтернепе Артеми пулчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕтĕм халăха тĕлĕнтерчĕç. Артеми вара тата т ытларах тĕлĕнтерчĕ. Вăл хуткупăспа, парапанпа, шăпăрпа мĕнле кăна кĕвĕсем каласа савăнтарчĕ.
Степанов Николай Васильевич нумай çултанпа Екатеринбург ассоциацинче ĕçлекен хăйĕн çулне пăхмасăр хавассăн та çăмăллăн ташларĕ.
«Элем» ушкăнĕ чăваш юрри-ташшисемпе пысăк программа концерт патăмăр.
Уява чăваш халăх юрри-ташши кăна маар, чикан ташши, еврейсен кĕввисем те янрарĕç.
Азербайджан ассоциации председателĕ тата ытти халăх представителĕсем пирĕн чăваш-юрри ташшипе ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç, мухтарĕç, тав турĕç.
Чăвашсем, авалхи йăла-йĕркене манас маар. Асатте-асаннесен пилĕпе пурăнар. Чăваш халăх малалла аталантăр.
|